Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Тиркекене тирӗк тӗпӗ лекет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Елчӗк районӗ

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи Алкукасси ялӗ ҫывӑхӗнче пушар алхаснӑ. Унта 70 гектар ҫинчи типӗ курӑк ҫуннӑ. Ҫулӑма тӑватӑ техника сӳнтернӗ. Пушар мӗншӗн тухнине халӗ уҫӑмлатаҫҫӗ.

Ҫав кунах кӑнтӑрла Елчӗк районӗнчи Кавал ялӗ ҫывӑхӗнчи уйра та пушар пулнӑ. Унта вара ҫӳп-ҫап чӗртсе янӑ, ҫулӑм тин тырӑ вырнӑ уй ҫине куҫнӑ. Пӗтӗмпе ҫур гектар лаптӑк ҫуннӑ.

Ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Шупашкарта та икӗ пушар пулнӑ. Тӗп хулара ҫӳп-ҫап ҫуннӑ.

 

Ял хуҫалӑхӗ
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Вырма пуҫлансан Чӑваш Енре комбайн ҫунса кайнине пӗлтернӗччӗ. Елчӗк районӗнче ӑна пула 15 гектар ҫинчи урпа кӗле ҫаврӑннӑ. Комбайна, телее, упраса хӑварма май килнӗ ун чухне. Уй-хирте каллех пӑтӑрмах пулнӑ. Хальхинче – Йӗпреҫ районӗнче.

Ҫурла уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Ҫирӗклӗ ялӗ ҫывӑхӗнчи уйра вырнӑ хыҫҫӑн юлнӑ тырӑ тунисем ҫуннӑ. Пӗтӗмпе – 0,25 гектар.

Пушар комбайна пула тухнӑ. Техникӑн кӑлтӑксем пулнине палӑртнӑ. Шӑпах ӑна пула ҫулӑм тухнӑ.

 

Политика

Сӗнтӗрвӑрри районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ Анатолий Мясников кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ӗҫрен кайнӑ хыҫҫӑн сити-менеджер тилехепине вӑхӑтлӑха Владимир Мустаева шанчӗҫ. Унччен вӑл райадминистрацире пуҫлӑхӑн пӗрремӗш ҫумӗ — экономика тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен пайӗн пуҫлӑхӗ пулса тӑрӑшнӑ. Елчӗк районӗнче ҫуралнӑскер Шупашкар районӗнче тӗрлӗ должноҫре чылай ҫул ӗҫленӗ.

Нумаях пулмасть Сӗнтӗрвӑрринче Депутатсен пухӑвӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта пуҫлӑх пулма республика шайӗнче сӗннӗ кандидата тишкернӗ. ЧР вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн ҫумӗ Алевтина Федоров ертсе пыракан комисси Владимир Мустаева сити-менеджер пулма сӗннӗ. Анчах районти Депутатсен пухӑвӗн депутачӗсем яхӑнне те яман. 17 депутатран 6-шӗ ҫеҫ Владимир Муставшӑн сасӑланӑ. Ҫапла вара вӑл тивӗҫе пурнӑҫлакан пулса юлнӑ.

Пуҫлӑха авӑн уйӑхӗн суйлав хыҫҫӑн ҫеҫ палӑртӗҫ.

 

Сывлӑх

Кӑҫалхи пӗрремӗш ҫур ҫулта пирӗн республикӑра пневмонипе 6 556 ҫын чирленӗ. Пӗлтӗрхи ҫав вӑхӑтрипе танлаштарсан ҫакӑ 2,1 хут ӳснӗ, ытти ҫулсенчи вӑтам кӑтартуринчен 2,5 хут нумайланнӑ. Ҫак цифрӑсене Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ.

Вирус пуҫарнӑ пневмонипе 1 351 ҫын чирленӗ. Бактери пневмонийӗ 1 902 пациента ҫакланнӑ.

Ҫӗртме уйӑхӗнче пневмонипе пӗлтӗрхи ҫав уйӑхринчен 5,7 хут ытларах чирленӗ. Кӑшӑлвируса пула пуҫланнӑ пневмонипе чирлекенсем Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш, Ҫӗмӗрле хулисенче, Шупашкар, Ҫӗрпӳ, Етӗрне, Хӗрлӗ Чутай, Вӑрнар, Комсомольски, Елчӗк, Вӑрмар, Канаш, Тӑвай районӗсенче уйрӑмах нумай шута илнӗ.

 

Ял хуҫалӑхӗ

Чӑваш Енри ял хуҫалӑх предприятийӗсенче уй-хир пушаннӑ май кӗрхисем валли ҫӗр хатӗрлессипе ҫине тӑраҫҫӗ. Хальлӗхе 45,4 пин гектар сухаланӑ.

Сӑмах май, республикӑри 11 районта вырмана тухнӑ. Паянхи кун тӗлне илсен пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене 4,7 пин тонна ҫапса тӗшӗленӗ, тухӑҫ кашни гектартан вӑтамран 36,1 центнер тухать. Чӑваш Ен Ял хуҫалӑх министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗр гектартан 26,2 центнера ларнӑ.

Елчӗк районӗнче ҫӗр улми кӑларма тытӑннӑ, Куславккапа Хӗрлӗ Чутай районӗсенче пахча ҫимӗҫ пухса кӗртессипе ӗҫлеҫҫӗ.

Хуҫалӑхсем выльӑх апачӗ хатӗрлессипе те ҫине тӑраҫҫӗ. Пӗр ҫул тата нумай ҫул ӳсекен курӑкран утӑ, сенажпа силос хатӗрлеҫҫӗ. Муркаш районӗнче витаминлӑ утӑ ҫӑнӑхӗ 170 тонна янтӑланӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
pxhere.com сӑнӳкерчӗкӗ
pxhere.com сӑнӳкерчӗкӗ

Елчӗк районӗнчи Хӗрлӗҫыр ялӗ ҫывӑхӗнче хирте тӑр кӑнтӑрла вут-ҫулӑм алхасма пуҫланӑ. Пушарта 15 гектар урпа ҫунса кайнӑ.

Инкек утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче кӑнтӑрла пулнӑ. Ҫав вӑхӑтра хуҫалӑх комбайнӗ хирте ӗҫленӗ. Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службинче малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, хир карапӗ юсавсӑр пулма пултарнӑ. Комбайна ҫӑлса хӑварма пултарнӑ. Пушарпа кӗрешекенсем ҫавӑн пекех 90 ытла гектар ҫинчи тырра ҫӑлса хӑварнӑ.

Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пирӗн республикӑра пушар 966 хутчен тухнӑ. «Хӗрлӗ автан» 23 миллион тенкӗ ытла тӑкак кӳнӗ. Инкексенче 32 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ, 44-ӑн суранланнӑ, 46 ҫынна ҫӑлса хӑварнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ирхи 3 сехетре Елчӗк районӗнчи Элекҫей Тимеш ялӗ тӗлӗнчи ҫул ҫинче арҫын виллине асӑрхакансем тупӑннӑ. Вӗсем йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Пакунлисем шухӑшланӑ тӑрӑх, арҫынна машина ҫапса кайнӑ, водитель инкек вырӑнӗнчен тапса сикнӗ.

Вилнӗ ҫын камне кӗҫех палӑртнӑ. Вӑл Елчӗк районӗнчи Патреккел ялӗнче ҫуралнӑ 29 ҫулти арҫын пулнӑ.

Йӗрке хуралҫисем ҫынна ҫапса кайнӑ водителе шырама тытӑннӑ. Малтан вӗсем машинӑна шыраса тупнӑ, кайран – унӑн хуҫине. Йӗрке хуралҫисем шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫул-йӗр ҫинчи инкеке лекнӗ арҫын – Тутарстанран, вӑл 72 ҫулта.

Чӑваш Ен Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пӑтӑрмах сӑлтавне палӑртассипе тӗпчевҫӗсем малалла ӗҫлеҫҫӗ.

 

Ӳнер

Паян «Россия 1» (чӑв. Раҫҫей 1) ирхи 9 сехет те 30 минутра Галина Изратова ӳнерҫӗне халалланӑ фильм эфира тухнӑ.

«Илемлӗ ҫынччӗ Галя. Черчен чунлӑ чечен хӗрарӑмччӗ. Унӑн тӑмран, кӗҫҫерен, пусмаран ӑсталанà кӗлеткисем ытла та селӗмччӗ – чӗм вӗрсе кӗртетчӗ тейӗн вӗсене маҫтӑр...», – тесе ҫырнӑ Фейсбукра Марина Карягина тележурналист, сценарист.

«Халӑх хӗрӗ» ярӑмри фильма пӑхма сӗнетӗп. Ӑна Чӑваш художникӗсен союзӗн пайташӗ Галина Изратова ӳнерҫӗ пурнӑҫран вӑхӑтсӑр уйрӑлса кайнӑранпа 3 ҫул ҫитнине асӑнса хатӗрлес терӗм», – пӗлтернӗ чӑваш тӗнчинчи пултаруллӑ та кӑсӑклӑ ҫынсемпе паллаштаракан тележурналист.

Галина Изратова Елчӗк районӗнчи Кавалта ҫуралнӑ. Галинӑн аппӑшӗ Татьяна Шаркова та – ӳнерҫӗ, ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ.

Галина Васильевна хӑйӗн пуканийӗсене тӑмран, кӗҫҫерен, ҫӗтӗкрен, йывӑҫран тунӑ. Вӗсем чунлӑ-юнлӑ тейӗн пулса тухнӑ. Ӑста пурнӑҫран йывӑр чире пула уйрӑлнӑ.

 

Сывлӑх

Елчӗк районӗнчи Ҫӗнӗ Арланкассинче ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗ тӑваҫҫӗ. Ӗҫ епле пынипе районти тӗп пульницӑн тӗп врачӗ Надежда Уркова паллашнӑ.

Асӑннӑ ялта фельдшерпа акушер пункчӗ халӗ те пур-ха. Анчах вӑл кивӗ ҫуртра вырнаҫнӑ.

Ҫӗнӗ ҫурта сывлӑха сыхласси ҫинчен калакан наци проекчӗпе килӗшӳллӗн хӑпартаҫҫӗ. Асӑннӑ нацпроекта ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин пуҫарнӑ.

Модульлӗ ФАПӑн никӗсне янӑ ӗнтӗ, стенасене хӑпартнӑ. Фельдшерпа акушер пунктӗнче тӗрлӗ пӳлӗм пулӗ. ФАПа кирлӗ оборудованипе тивӗҫтерӗҫ, территорие хӑтлӑлатӗҫ. Чи кирли тухтӑрсем халӑха ӑшӑ кӑмӑлпа кӗтсе илсе, тӗплӗн тӗрӗслесе ырӑ кӑмӑлпа ӑсатчӑр тесси ҫеҫ юлать.

 

Спорт

Вӑй-хал культурин тытӑмӗнче Раҫҫей умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн Алина Ивановӑна пурнӑҫ тӑршшӗпех уйӑхсерен 3300 тенкӗ пособи парса тӑрӗҫ. Ку хушӑва ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев алӑ пуснӑ.

Алина Иванова хӑварт утассинче тата марафон чупӑвӗнче ӑста специалист. Вӑл Раҫҫей, тӗнче, Европа шайӗнче иртнӗ ӑмӑртусенче чылай хутчен палӑрнӑ. Спортран кайсан вӑл тренер ӗҫне кӳлӗннӗ. Олимп резервӗсен 8-мӗш спорт шкулне нумай ҫул ертсе пырать.

Алина Елчӗк районӗнчи Ҫирӗклӗ Шахаль ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Халӗ вӑл 51 ҫулта.

 

Страницӑсем: 1 ... 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, [20], 21, 22, 23, 24, 25, 26, 27, 28, 29, 30, ... 76
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнӑҫ мӗн тери йӗркесӗр пулнине аса илтерӗ. Хӑвӑр пирки кана шутланипе эсир ыттисене асӑрхамастӑр. Ӑнланма вӑхӑт ҫитнӗ: сирӗн интерессем ыттисеннипе тачӑ ҫыхӑннӑ. Эппин, кама та пулин япӑх туса эсир хӑвӑра сӑтӑр тӑватӑр.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем